Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"
Новости Публикации Галерея памяти Вопрос-ответ Контакты
Новости Публикации Галерея памяти Вопрос-ответ Контакты
Ырă ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ
Опубликован: 28 ноября 2008 г.

(Чăваш халăхĕн чи пирвайхи илемлĕ литература произведенийĕн авторĕ

М.Ф. Федоров çуралнăранпа 160 çул çитнĕ май)

 

«Хĕвел ансан, Хĕветĕр

(эсир ăна пĕлетĕр)

Хĕвне çăкăр чикрĕ те,

Лаша кÿлсе ларчĕ те

Тухса кайрĕ вăрмана

Хăрăк турат пуçтарма…», -

 

çак йĕркесене пĕлмен чăваш çук та пулĕ çĕр çинче. Кĕçех, чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Арçури» хайлавăн авторĕ, чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Михаил Федорович Федоров (Хĕветĕр Михали) çуралнăранпа 160 çул çитет.

Федоров

 

Чăваш Республикин патшалăх пичет архивĕнче чăваш сăмахлăхĕн ăстин, йăла-йĕрке тĕпчевçин кун-çулĕ çинчен çырнă материалсем сахал мар упранаççĕ. Мĕнле хакланă-ха тĕпчевçĕсем паллă чăваш çыравçин Хĕветĕр Михалин ĕçĕ-хĕлне, пултарулăхне?

М.Ф. Федоров 1848 çулта Хусан кĕпĕрнинчи Шупашкар уесĕнчи Хурапха ялĕнче (халĕ Сĕнтĕрвăрри районĕ) чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Шĕнерпуçĕнчи пуçламăш шкулта, Самар хулинчи учительсем хатĕрлекен семинарире вĕреннĕ. Ун хыççăн Шĕнерпуçĕнчи икĕ класлă шкулта учитель пулса ĕçленĕ. Хусанти учительсен курсне пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти виçĕ класлă училищинче вăй хунă. 1891 çулта ăста та пултаруллă педагога Царевококшайск (хальхи Йошкар-Ола) хулине куçарнă, икĕ класлă училище пуçлăхне лартнă, çакăнта вара мĕн çĕре кĕричченех вĕрентÿпе вĕренÿ пахалăхĕ ÿстĕр тесе ырми-канми ĕçленĕ. Мари Республикин педагогика наукисен кандидачĕ П. Апакаев 1988 çулхи «Тăван Атăл» журналăн 11 номерĕнче çапла çырнă: «Мари халăхĕ М.Ф. Федоровăн ырă ятне манмасть. Вăл ĕçленĕ училище çурчĕ паянхи кунчченех сыхланса юлнă, чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне халалласа лартнă палăк пек ларать вăл. Республикăри краеведени музейĕ куракансене М.Ф. Федоров ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕрлĕрен фотодокументсемпе паллаштарать. М.Ф. Федоров ячĕ ĕмĕрлĕхех – мари халăхĕн чĕринче».

Вĕреннĕ тата шкулта ĕçленĕ хушăрах М. Федоров В.А. Сбоев, В.К. Магницкий тĕпчевçĕсен ĕçĕсене, К.Д. Ушинский, Л.Н. Толстой, А.С. Пушкин çырнисене тимлĕн тĕпченĕ. Халăх пурнăçне лайăхрах пĕлес тесе, ялсене час-часах тухса çÿренĕ, халăх хушшинче сăмах вĕççĕн çÿрекен сăвă-юрăсемпе юмахсене нумай çыра-çыра илнĕ, çырас ĕçĕ те унăн çавăнтанах пуçланса кайнă. Чи малтан çамрăк вĕрентекен прозăллă произведенисем çырнă. Уйрăмах тĕн-тĕшмĕшпе йăла-йĕркесене сăнланă «Авалхи çынсем», «Улăп тăпри», «Хурапха», очеркĕсене асăнас пулать. «Чиртен сыватни» калавĕнче вара автор авалхи чăваш ялĕн тертлĕ кун-çулне сăнланă.

Леший

 

Çыравçăн чи паллă произведенийĕсенчен пĕри – «Арçури» поэма. Ăна вăл 1879 çулта çырнă. Автор кунта XIX ĕмĕр вĕçĕнчи чăваш хресченĕн пурнăçне, унăн хуйхи-суйхине, нуши-тертне, вăл çав вăхăтри пулăмсем çине мĕнлерех пăхнине ытарлă формăпа сăнарлă та витĕмлĕ ÿкерсе кăтартнă. Поэмăн тĕп геройĕ – чухăн Хĕветĕр.

2008 çулта «Арçури» пичетленсе тухнăранпа 100 çул çитрĕ. Пĕрремĕш хут вăл 1908 çулта чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я. Яковлев пухса кăларнă «Чăваш халлапĕсем» ятлă кĕнекере кун çути курнă. 1947 çулта М.Я. Сироткин профессор хăйĕн Шупашкарта тухнă «М.Ф. Федоров» ятлă кĕнекеинче чăвашла тата вырăсла пичетлесе кăларнă. Ун хыççăн уйрăм кĕнекепе 1955 çулта тухнă. 1960, 1978 çулсенче Н. Евстафьев куçарни пичетленнĕ. Кайран 2000 çулта хайлава Чăваш патшалăх ăслăлăхĕсен институчĕ халăх патне çитернĕ. Вырăсла куçарăвне Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ, паллă сăвăç А. Смолин парнеленĕ. Чăваш патшалăх пичет архивĕн çÿпçинче асăннă кăларăмсем тирпейлĕн упранаççĕ.

«Арçури» пĕтĕм халăх юратакан хайлав пулса тăчĕ. Ăна ытти чĕлхесем çине те нумай куçарнă. Кави Латыпов хăйĕн куçарăвĕпе тутар халăхне савăнтарнă. Г. Айги хатĕрленĕ ют чĕлхесемпе тухнă чăваш поэзийĕн антологийĕнче (1986) итальянла, акăлчанла, французла пичетленнĕ.

Хайлав шкул хрестоматине те ĕмĕрлĕхех кĕрсе çирĕпленнĕ. Ăна кашни вĕренекен пăхмасăр калама пĕлет.

М. Федоров тата унăн юмахлатнă поэми çинчен ырăпа каланă асаилÿсем нумай. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем:

«Арçури» поэма – чăваш сăмахлăхĕн мерченĕ, XIX ĕмĕр тÿпинчи чи хаклă хайлав, литература шедеврĕ…» (Станьял В.П. Тăван поэзи шурăмпуçĕн çăлтăрĕ // Чăваш литературин классикĕ Михаил Федоров. – Шупашкар. 1998).

«Хайлав малашне те пурăнĕ, мĕншĕн тесен тарăн шухăшлă илемлĕ произведенисем, халăх пурнăçне, шухăш-кăмăлне тĕрĕс кăтартса паракан, халăх йышăннă, юратса вулакан произведенисем вилĕмсĕр» (Долгов В. М.Ф. Федоров «Арçурине» уйрăм кĕнекепе кăларнă май пĕр-ик сăмах // Ялав. – 1956. - № 6. – С.30-32).

«М.Ф. Федоров чăваш литературинче поэма жанрне аталанма çирĕп никĕс хывнă ăстасенчен пĕри. Унăн «Арçури» хайлавĕ К.В. Иванова, Ф.П. Павлова, Н.И. Полоруссов-Шелепине т. ыт. нумай-нумай сăвăçа поэзи вăрттăнлăхне алла илес ĕçре хавхалантарнă. Паянхи кун та М.Ф. Федоровăн сумлă ячĕ тата унăн вилĕмсĕр «Арçури» поэми халăх сăмахлăхĕн поэтикине, чăвашăн пуян та сăнарлă чĕлхине алла илме вĕрентекен классикăллă хайлав пулса тăрать» (Метин П.Н. М.Ф. Федоров – чăваш литературин классикĕ // Чăваш чĕлхипе литератури: теори тата методика. – Шупашкар, 2004).

Михаил Федоров 1904 çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. Унтанпа пĕр ĕмĕр ытла иртрĕ пулин те, ăна тăван халăх манмасть, унăн вилĕмсĕр «Арçурине» чĕрере усрать.

 

Чăваш Республикин патшалăх

пичет архивĕн пай пуçлăхĕ

Е. Ф. Арланова

Источник: Сувар (Татарстан). - 2008. - 28 ноября;Пирĕн сăмах=Наше слово (Марпосадский район). - 29 ноября; Хыпар.- 11 декабря
Перейти в список
Госархив Исторический архив Современной истории Архив электронной и кинодокументации






 

Rambler's Top100